РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем Пӑрачкаври чӗрчунсен чир-чӗрӗпе кӗрешекен районти станцин ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе РФ Пуҫиле ӗҫ кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарасшӑн.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2023 ҫулти ҫурла уйӑхӗнче хӗрарӑм качака сӗтне тӗрӗсленӗҫи туса хут ҫырнӑ. Сӗте вара санитари енчен тӗрӗслемен.
Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗрле пулса тупса палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, пысӑк шайри икӗ ҫынна должноҫре ҫирӗплетнӗ. Иккӗшӗ те министр ҫумӗсемпе ҫыхӑннӑ. Министр ҫумӗ пулма Ольга Россановӑна шаннине эпир кӑшт маларах пӗлтерсе ӗлкӗртӗмӗр-ха.
Ӗнерех министрӑн пӗрремӗш ҫумне те ҫирӗплетнӗ. Яваплӑ ҫак тилхепене Лариса Рафиковӑна тыттарнӑ. Хӗрарӑм унччен те ҫав министерствӑрах тӑрӑшнӑ, вӑл министр ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулма Ольга Рассановӑна ҫирӗплетнӗ.
Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ Павел Корнилов ҫӗнӗ должноҫ йышӑннӑ. Вӑл халӗ строительство министрӗн ҫумӗ тата Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ пулса тӑнӑ.
Павел Петрович 1989 ҫулта ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтернӗ. Шупашкарӑн тӗп архитекторӗнче вӑл 2021 ҫултанпа ӗҫленӗ.
Сӑмах май, унччен республикӑн тӗп архитекторӗ Алена Протасевич пулнӑ. Ӑна контракт вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ӑна тӑсса паман.
Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче саккуна пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑракан Шупашкарти прокурор пулма Евгений Алексеева ҫирӗплетнӗ. Приказа Раҫҫей Федерацийӗн генпрокурорӗ алӑ пуснӑ.
Евгений Алексеев 1975 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1998 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчи юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн прокуратура тытӑмне ӗҫе вырнаҫнӑ. Шупашкра хулинчи Калинин районӗнче прокурор пулӑшуҫи, аслӑ пулӑшуҫи, прокурор ҫумӗ пулнӑ. Унтан республикӑн прокуратурине куҫарнӑ. 2021 ҫултанпа вӑл Шупашкарти Ленин районӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Улатӑрта депутатсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта хула пуҫлӑхӗн Павел Арининӑн шӑпине татса панӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл должноҫӗнчен кайнӑ.
Павел Аринина ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар ҫывӑхӗнче видеокамера ӳкерсе илнӗ, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑнман. Унпа юнашар хӗрарӑм ларнӑ. Салонра темӗнле ӗҫ, интимлӑ евӗрскер, пулса иртнине те ӳкернӗ камера.
Тӗрӗслев хула пуҫлӑхӗ этика нормине тата служащисен йӗркине пӑснине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫи пулма Сергей Егорова ҫирӗплетнӗ.
Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ – ЧР строительство министрӗ ҫумӗ Алена Протасевич ӗҫрен кайнӑ. Вӑл ӗҫрен кайни пирки хушӑва паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ку должноҫре вӑл виҫӗ ҫул ӗҫленӗ.
Алена Протасевич Строительство министерствине 2021 ҫулхи ҫӗрте уйӑхӗнче килнӗ. Уннчен вӑл Шупашкарти «Классика» тулли мар яваплӑ обществӑра архитекторта ӗҫленӗ.
Халӗ строительство министрӗ виҫӗ ҫум юлнӑ: Владимир Максимов, Екатерина Филиппова тата Алена Александрина.
Паян Шупашкар пуҫлӑхне суйланӑ. Депутатсем Владимир Доброхотова ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ.
Аса илтерер: конкурс иртессине пӗлтерсен пилӗк кандидатран заявка килнӗ. Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче конкурс комиссийӗ тӑватӑ кандидата хӑварнӑ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче собеседовани ирттерсен икӗ кандидат финала тухнӑ: Владимир Добрхотов тата ЕДДС пуҫлӑхӗ Александр Малов.
Ҫак икӗ кандидатурӑран паян депутатсем Владимир Доброхотова суйланӑ. Ҫапла вӑл присяга тытса должноҫре ӗҫлеме тытӑннӑ.
Чӑваш Енри аслӑ шкул преподавателӗ пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен операторӗ пулма вӗренет.
«Раҫҫейри ӗҫ» Кӳкеҫри кадр центрӗ ӗҫсӗр 9 ҫынна ҫӗнӗ профессие алла илес кӑмӑллисен 9 заявленине суйласа илнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ вӗренме пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте тӑрӑшакан Николай Федоров пилотсӑр вӗҫев аппарачӗсен операторӗ пуласшӑн. Ҫӗнӗ ӗҫе вӑл икӗ уйӑхра алла илӗ. Ун хыҫҫӑн пӗлӳпе ӗҫре тата наука тӗпчевӗсенче усӑ курасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |